Унта шкулсенче ачасем мӗнле чӗлхепе вӗренеҫҫӗ курма пулать. Тата мӗнле чӗлхесене предмет пек вӗренеҫҫӗ.
Кӑҫал шкулсенче 17 млн 997 пин те 296 ҫын вӗренет. 2020 ҫулхи халӑх ҫыравӗ 16 млн 771 пин те 336 ҫынна 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитнисене кӑтартнӑ. Пӗрремӗш хисеп 7% ытларах. Ҫавӑнпа та таблицӑсенче юлашки юпара ҫак 7 процента туртса илтӗм.
2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче вӗренӳ 15 чӗлхепе пырать.
Ҫавӑн пекех хулари шкулсенче вӗсенчен мӗн чухлӗ вӗреннине танлаштартӑм. Раҫҫейри урбанизаци вӑтам шайӗ - 75%.
Хальхи вӑхӑтра 67 чӗлхене яхӑн предмет пек вӗренеҫҫӗ. Таблицӑра пурте мар, малтанхи таблицӑра пулнисем ҫеҫ.
Черкессла* - адыгейла, черкессла, кабардинла пурте пӗрле. Сирӗн комментарисене курма хавас пулӑп