Готовые Сочинения На Чувашском Языке

Готовые Сочинения На Чувашском Языке



➡➡➡ ПОДРОБНЕЕ ЖМИТЕ ЗДЕСЬ!






























Готовые Сочинения На Чувашском Языке
Сочинение по родному (чувашскому) языку «Çут çанталӑк »
Сочинение по родному (чувашскому) языку «Çут çанталӑк »
Бесплатно учителям. Свидетельство СМИ. Приз 150 000 руб. ежемесячно и 10 документов.
Сочинение о защите природы родного края начинается с эпиграфа Константина Иванова о том, что нет ничего сильнее человека на этом свете. Далее идёт рассуждение о взаимодействии природы и человека. О том, что человек стремясь обогатиться за счёт окружающей среды не обращает внимание на то, что разрушает, захламляет её.Сочинение о том, что надо беречь природу.
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать…
                  К. В. Иванов
Пирĕн   тавралăх   пуян   та   илемлĕ.   Хуласемпе   ялсенче   пурăнакансем
хăйсен кану вăхăтне вăрмансенче, юхан шывсен хĕрринче ирртереççĕ. Çынсем
тăван   çĕре   авалтанах   хаклаççĕ.   Мĕншĕн   тесен   çут   çанталăк   çынна   чылай
пулăшу, усăлӑх парать. Çĕр – пирĕн пÿрт. Кашни çын хăй çуралса ÿснĕ вырăна
ытларах килĕштерет. Пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть тăван тавралăх. Çут
çанталăк  пире  яланах  пулăшма  хатĕр.  Канма та  чĕнет, çимӗçне те  парать,
сывлăш   та   парать,   шыв   та   парать,   сиплет   те.   Пирĕн   те   уншăн
тăрăшмалла. Чăвашсен   паллă   поэтесси  Галина   Елисеева,   этемĕн   çĕр   çинчи
шăпи çинчен тарăннăн шухăшланӑ: «Çут çанталӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесен −
çыннӑн   ӑслӑ   пулмалла»,−тенӗ  вӑл.  Чӑн   та,   çут   çанталăкран   мĕн   пуррине
пăчăртаса, ĕмсе илетпĕр те, каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн мар. Çĕр­
аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕлĕхĕн, çут тĕнчен пусмăрçине тухмастпăр­и капла?
Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ, тÿремлĕхсем çырма­çатрана куçаççĕ, ката­
вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăк­кĕшĕкпе чĕр чун сасси
илтĕнме пăрахать... Çакна кулленхи пурнăç çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт.
Хамăр   ларакан   туратта   касмастпăр­и?   Эгоист   мар­и   эпир?   Çут   çанталăк
экологийĕпе чун экологийĕ пирки калаçма, татăклă йышăнусем тума вăхăт
çитмерĕ­ши?
Анчах та çынсем çут çанталăка нумай улăштарма пултараççӗ, татах та
лайăх   еннелле   мар.  Усă   тăвас   тесе,  этем   çут   çанталăк   пурнăçне   хутшăнни
тĕрлĕ йышши çыхăнусене улăштарса яраççĕ. Нумай усă кӳреççĕ. Халь ĕнтĕ
кÿлĕсем   ăшăхланнă,   типме   пуçланă.   Вăрманти   ÿсен­тăрансен   хушшинче
тĕлĕнмелли   кĕрешÿ   пырать.   Çĕр   айӗнчи   тымарсем   те   ÿсмелли   вырăншӑн кĕрĕшеççĕ, вĕсене те пушă тавралăх, тăранмалли апат кирлĕ. Чĕрĕ  чунсеншӗн
чи хакли çĕр çинчи – шыв. Çавăнпа та ӑна упрамалла, таса тытмалла. 
Мĕнле,   мĕнпе   пулăшмалла­ши   çут   çанталăка?  
  Пирӗн   тавралӑха
упрассишĕн,   пуянлатассишĕн   кашни   çыннăн   –   ваттин   те,   çамрăккин   те
тăрăшмалла. Çуралнă çĕршĕн, тăван еншĕн ырă ĕç тума кашни çыннăн хăйне
пĕчĕкрен   хăнăхтарса   пымалла.   Çут   çанталăкри   пурнăç   пĕр   енлĕ   улшӑнса,
начарланса   ан   кайтӑр   тесен,   çынсен   вăрмана   пĕлсе   усă   тумалла.   Каснă
лаптăксем   вырăнне   çĕнĕ   йывăçсем   лартса   хăвармалла.   Таптаса   пĕтернĕ
вăрмансене   çăлас   тесен,   йывăç   ытларах   лартас   пулать.   Мĕншĕн   тесен
вăрмансем,   таврари   сывлăшран   кăмрăк   йÿçеклĕ   газ   илсе   ун   вырăнне   таса
кислород   кăлараççĕ.   Пĕтĕм   чĕрĕ   чуна   кислород   кирлĕ.   Кÿлĕсене   тасатса
тарăнлатмалла,   çырансене   çирĕплетмелле,   çуп­çап   пăрахмалла   мар.   Çакна
пурнăçа   кĕртесси   пĕтемпех   хамăртан   килет.  Пирӗн   тавралăх   мĕн   чухлĕ
тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн
чухлĕ   çирĕпрех.   Çĕр   мĕн   чухлĕ   пурлăхлăрах,   çавăн   чухлĕ   çын   пурнăçĕ
тулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тыр­пул, пахча çимĕç,
улма­çырла,   сиплĕ   шыв,   мăйăр­кăмпа,   вутă­шанкă   −   пурте   çут   çанталăк
пурлăхĕ, çынна вăй­хăват паракан ырлăхӗ.
Çут çанталăкӑн чĕлхи çук. Тата ăна пулăшма пултараканĕ те çын кăна.
Апла пулсан, кашни çын чĕринче ырă кăмăл çуралтăр, яланах пурăнтăр. Çут
çанталăк   илемĕ,   ырлăхĕ   çынсене   яланах   савăнăç   кÿтĕр.  Пурте   йĕркене
пăхăнсан пирӗн тавралăх таса пулмалла тесе шутлатăп. Çынсен сывлăхĕ те
çирĕпрех пулĕччĕ. Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çавăнпа хамăн шухăша самана
таппин   шелсĕр   авăрне   ÿксе   шар   курнă   Митта   Ваçлейĕн   сăмахĕсемпе
вĕçлесшĕн:
Нумай та пĕтет, сахал та çитет,
Тату пурнăçа элле мĕн çитет?
Пурри вăл ­ пĕрле, çукки ­ çурмалла,
Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?

Сочинение по родному ( чувашскому ) языку «Çут çанталӑк »
Сборник сочинений на чувашском языке
Сочинени | Образовательная социальная сеть
Сочинение -рассуждение "Моя малая родина" на чувашском языке
Где можно найти сочинения на чувашском языке ?
Отмена Крепостного Права Сочинение По Истории
История 6 Класс Образное Сочинение Крестовые Походы
Каким Должен Быть Настоящий Руководитель Эссе
Анализ Жизненного Цикла Организации Диссертация
Бақытты Отбасы Тақырыбына Эссе Жазу

Report Page